Республика шайӗнче 11 хут иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2011 ҫулти чи нумай вулакан кӗнеке» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Аса илтеретпӗр: унта республикӑри кашни вулавӑш тенӗ пек хутшӑнса халӑх кӑмӑллакан кӗнекене суйларӗҫ.
Хаклавҫӑсен йышӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Виталий Григорьевич Родионов, Чӑваш кӗнеке издательствин директор ҫумӗ Галина Алексеевна Матвеева, ЧПГӐИ аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Вера Витальевна Никифорова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш литература кафедрин преподавателӗ Николай Николаевич Осипов, И.Н. Ульянова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Петровна Чекушкина-Нарпи, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеке» центрӗн заведующийӗ Галина Павловна Соловьева пулчӗҫ. Вӗсем пурӗ 151 кӗнеке пӑхса тухрӗҫ.
Чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртма хаклавҫӑсен пурӗ 61 451 ыйтӑм хутне тишкерме тиврӗ. Ӑмӑртӑва элӗксем хастар хутшӑнни палӑрчӗ — вӗсем 12 960 анкета ҫырса тултарнӑ иккен! Ҫавӑн пекех Патӑрьел, Вӑрмар, Елчӗк районӗсене асӑнма пулать — вӑл тӑрӑхсенчен килнӗ ыйтӑм хучӗсен йыше 8 553, 6 202, 5 418 пулчӗ.
«Ясна» этно-экологиллӗ поселени ачасен «Пирӗн мӑн асаттесем» (выр. «Наши предки») ӳнер конкурсне ирттерет. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Ку ӑмӑртӑва 5–17 ҫулхи ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ, ӳкерчӗке хуть те мӗнле меслетпе, хуть те мӗнле сӑрӑ хатӗрӗпе усӑ курса ӳкерме юрать. Конкурс темисем: мифсемпе халапсем, мӑн асаттесен тӗнче курӑмӗ, халӑх эпосӗн паттӑрӗсем, ӗмӗрсем витер пыракан мӑн асаттесен ӑс-хакӑлӗ.
Ӗҫсене Чӑваш наци вулавӑшне кайса памалла: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли номерсем: 62-38-12, 8-927-665-72-92.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ачасене «Авалхи чӑвашсен асамлӑ уҫланки» тӳлевсӗр экскурсине илсе кайӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Чи лайӑх ӗҫсене наци вулавӑшӗпе ӳнер музейӗнчи куравсенче кӑтартӗҫ. Конкурсӑн йӗрке-шывӗпе туллин кунта паллашма пулать.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Лидия Филипповӑн «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» кӗнекен хӑтлавӗ иртӗ, пуҫламӑшӗ 15 сехетре.
Лидия Филипповӑн ҫӗнӗ кӗнеки — хальхи ҫамрӑксем ҫинчен. Мӗнлерех вӗсем? Ура ҫинче ҫирӗп тӑма хӑнӑхнӑскерсем, аслисен сӑмахне хӑлхана чикме юратманскерсем. Ҫав вӑхӑтрах йӑнӑш ҫине йӑнӑш туса инкек-синкек час-часах кураҫҫӗ вӗсем. Чылай чухне ултавпа сутӑнчӑклӑх та вӗсемпе юнашар ҫӳрет.
Пӗр пинлӗ тиражпа Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ кӗнекере шӑп та лӑп ҫавӑн пек лару-тӑрусене ҫутатса панӑ та ӗнтӗ. Хальхи чӑваш литературипе кӑсӑкланатӑр пулсан — хӑтлава пыма чӗнетпӗр!
Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» вулав пӳлӗмӗнче пирӗн сумлӑ ентешӗн тата Чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн поэзи каҫӗ иртрӗ. Унта Вӗренӳ институтӗнче пӗлӗвне ӳстерекен чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем (ҫав шутра ҫак йӗркесен авторӗ те), Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем, Шупашкарти ентешлӗх тата тӗрлӗ ӳнер ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.
Уяв каҫӗнче сӑвӑҫӑ хӑй сӑввисене вуласа пачӗ. Пӗрремӗш сӑвва вара вӑл шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсене халалларӗ. Ун хыҫҫӑнхи сӑввине — хӑйшӗн пурнӑҫ тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ Петӗр Хусанкая. Хусанкайпа чи малтан тата ӗҫе пула тӗл пулнӑ самантсене те аса илчӗ поэт.
Кунсӑр пуҫне ҫыравҫӑ Филипп Лукинпа килӗштерсе ӗҫлени, унпа пӗрле халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсем ҫырни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Уйрӑмах «Уҫланкӑри палан» юрӑ кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пани кӑсӑклӑ пулчӗ пухӑннисене.
Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем поэзи каҫӗ тӗлне пысӑк парне хатӗрленӗ. Вӗсем Ю.С.Семенов — Сементер поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» электронлӑ кӑларӑм пуҫтарнӑ.
Пушӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Республикинчи профессионал ҫыравҫӑсен ҫулсерен иртекен черетлӗ пӗтӗмлетӳллӗ пухӑвӗ иртрӗ.
Ларӑва писательсен правлени пуҫлӑхӗ Сергей Павлов ертсе пычӗ. Чи малтанах вӑл ҫулталӑк хушшинче ҫыравҫӑсем мӗн ӗҫленине пӗтӗмлетсе каласа пачӗ. Ун хыҫҫӑн В.А. Абрамов критик тата литературовед паянхи чӑваш прозинчи лару-тӑру пирки сӑмах илчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи прозӑра калав жанрӗ ытларах аталанни курӑнать-мӗн. Малалла В.Кошкин-Кервен сӑвӑҫ чӑваш поэзийӗ пирки тухса калаҫрӗ, ку чухнехи сӑвӑҫсен ҫитменлӗхӗсене уҫҫӑн палӑртрӗ. Д.Суслин писатель вырӑсла ҫыракансен пултарулӑхне пӑхса тухса хак пачӗ, вырӑсла хайлавсене кун ҫути курма йывӑртарах пулин те ҫыравҫӑсем пуррине палӑртрӗ. ЧПУ доценчӗ И.В.Софронова литературовед ача-пӑча прозинчи ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене шӗкӗлчерӗ. Докладсене сӳтсе явассине ларӑва килнӗ ытти писатель-поэтсем активлӑ хутшӑнчӗҫ: Анатолий Кипеч, Ӑсан Уҫӑпӗ, Н.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен черетлӗ X пухӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче — юлашки тапхӑрти ӗҫсене тишкерни, суйлавсем, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗсене чыслани тата ытти те. Пухӑннисем Виталий Петрович Станьялӑн «Таврапӗлӳҫӗсен 90 ҫулӗ» ятлӑ сӑмахне итлесе таврапӗлӳҫӗсен ӗҫне хакларӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ. Виталий Станьял «Ҫӗнӗ вӑхӑ» кӑларӑш ӗҫне пысӑк хак парса унӑн директорне А.В. Сорокина чунтан тав турӗ. Виталий Станьял съезда хатӗрленсе ятарлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, вӑл «Преодолеем любой рубикон» ятлӑ. Кӗнекере чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн уставӗ, Виталий Станьял 2010, 2011 тата 2012 ҫулсенче каланӑ докладсем. Ҫавӑн пекех кунта союз хисеплӗ ятсемпе чысланӑ таврапӗлӳҫӗсен ячӗсемпе паллашма пулать.
Съезд чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн канашне тата унӑн ертӳҫине суйларӗ.
Пирӗн, чӑвашсен, сахал ҫул пурӑнсах тӑван халӑхӑн асне тарӑн кӗрсе юлма пултарнӑ пултаруллӑ та хастар ҫынсем чылай. К.Ивановпа М.Ҫеҫпӗлтенех тытӑнма пулать ку шут хисепне, анчах сӑмахӑмӑр пирӗн саманташ, Кирилл Демьянович Кириллов (1962–1996) — театр критикӗ, тележурналист, ҫыравҫӑ пирки.
34 ҫултах уйрӑлса кайнӑ вӑл пирӗнтен, апла пулин те ячӗ халӑхра ырӑпа тӑрса юлнӑ. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче литературӑна, драматургине вӑркӑнса кӗнӗскерӗн, «Чун кирлӗ, чун!» ятлӑ кӗнеки тинтерех ҫеҫ, мӑшӑрӗ Надежда Мефодьевна Кириллова тӑрӑшнипе кун ҫути курнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшне Кирилл Кириллова астӑвакансем, ун ӗҫне малалла тӑсакансем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пурӑннӑ пулсан театр критикӗ 50 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫак ятпа ЧПГӐИн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ертӳҫи В.А. Ендеров, ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн профессорӗ В.Г. Родионов, «Хыпар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ М.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнчи «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫӗ пӗрлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркипе килӗшӳллӗн унта темиҫе ыйту сӳтсе яврӗҫ: чӑваш таврапӗлӳҫисен Х съездне 2012 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче ирттересси; пухӑва хатӗрленмелли ӗҫсене палӑртасси; тӑван тавралӑх ҫинчен чи лайӑх кӗнекесене конкурса тӑратасси.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн хисеплӗ ертӳҫи, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн вӗрентекенӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ В.П. Станьял районсенче иртекен таврапӗлӳҫӗсен конференцийӗсенче ял, район тата хула шкулӗсенчен, Пултарулӑх ҫурчӗсенчен, музейсенчен, клубсенчен, вулавӑшсенчен съезда килме делегатсем суйлама сӗнчӗ. Ларура Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн Президиумӗн членӗ С.Г. Отрыванов тухса калаҫрӗ. Вӑл таврапӗлӳ ӗҫӗнчи йӑласене сыхласа хӑварас енӗпе халӑх академикӗсемпе таврапӗлӳҫӗсен пӗрле ӗҫлемелли ҫинчен каларӗ. Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗн ертӳҫи Г.
Чӑваш наци библиотекин Геннадий Айхи пӳлӗмӗнче «Тумас Транстрёмер тата Геннадий Айхи» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗн юлташне, Нобель премийӗн (литература енӗпе) лауреатне Тумас Транстрёмера халалланӑ.
Вӗсем 1993 ҫулта Г.Айхипе Перуджа хулинче (Итали) Петрарка премине панӑ чухне паллашнӑ. Сӑмах май, Транстрёмер та ҫак преми лауреачӗ. Ҫулталӑк иртсен вӑл чӑваш ҫыравҫине Швецие чӗннӗ. Унта унӑн пултарулӑхне халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Ҫавна май Геннадий Николаевич хӑйне евӗрлӗ парне хатӗрленӗ. Швед поэчӗн сӑввисене, И.Кутик куҫарнӑскерсене, тата И.Вулох илемлетнӗскерсене «Сегодня» хаҫатра (1994, ҫу, 7, 85№) пичетленӗ. Хыҫсӑмахне хӑй ҫырнӑ. Транстрёмер ку парнене хӗпӗртесе йышӑннӑ. 2001 ҫулта Мускавра Г.Айхин, И.Вулохӑн, Т.Транстрёмерӑн пӗрлехи куравӗ йӗркеленнӗ.
Ҫакӑн пирки тӗплӗнрех Наци библиотекинчи куравра пӗлме пулать, вӑл унта чӳкӗн 30-мӗшӗчченех ӗҫлӗ.
Ӗнер, пушӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче академиксем пухӑнчӗҫ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту хушшинче академие ҫӗнетни, унӑн ҫӗнӗ уставӗпе паллашни тата пайташсене ҫӗнӗлле регистрацилесси пулчӗ. Академи ячӗ те ҫӗнелнӗ — халӗ вӑл Чӑваш халӑх ӑсхакӑлӗпе ӳнер академийӗ ятлӑ.
Академиксен пуш уйӑхӗн ирформациллӗ пухӑвӗнче ытти чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ, тунӑ ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Академипе патшалӑх хушшинчи юлашки вӑхӑтри хутшӑнусем пирки каласа пачӗҫ, обществӑлла пӗрлешӳн ирӗкӗсемпе тивӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Уйрӑмах академи ӗҫӗсен шайне ӳстересси пирки тӗплӗ калаҫрӗҫ. Редакци уйрӑмӗ йӗркелесе ун пуҫлӑхне Эдиссон Патмара лартрӗҫ. Хӑш-пӗр кӗнекесен (уйрӑмах Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекене сӳтсе яврӗҫ) шайӗ пӗчӗк пулни хӑш-пӗрисене чӑн та пӑшӑрхантарать. Ӳстерес тӗлӗшпе малашне кӗнеке тухиччен рецензи ҫырмалли пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Рецензи ҫыракансем кӗнекешӗн авторпа пӗр тан яваплӑ пуласси пирки пӗлтерчӗҫ.
Чӗмпӗртен килнӗ Фёдор Искандеров («Азбука чувашских орнаментов и эмблем» альбом авторӗ) хӑйӗн манифесчӗпе паллаштарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |